Чӑваш Енри муниципаллӑ округсенче тӗллевлӗ вӗренме кӗрекенсене унччен уйӑхсерен сахалтан та 500 тенкӗ стипенди тӳленӗ. Халӗ студентсене 3 е 5 пин тенкӗрен ытларах тӳлени пирки «Чӑваш Ен калаҫать» телеграмм-канал пӗлтерет.
Тӗллевлӗ вӗренессипе ҫыхӑннӑ программӑра студентсене пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтересси те пур-мӗн. Ӗҫлеме вырнаҫас текен ҫамрӑксене хальлӗхе Улатӑр, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗсем ҫеҫ ку ҫӑмӑллӑхпа пулӑшма хатӗр. Ҫитес вӑхӑтра пур округӑн та ҫавӑн пек пулӑшмалла.
Тӗллевлӗ вӗренмелли программӑна хутшӑнас кӑмӑллисем валли 2025-2028-мӗш ҫулсенче 891 вырӑн пӑхса хӑварнӑ.
Пушӑн 12-мӗшӗнче республикӑри икӗ кинемей 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Раиса Никифорова Шупашкар округӗнчи Тури Макаҫ ялӗнче пурӑнать. 9 ҫултанпа фермӑра дояркӑра ӗҫлеме пуҫланӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче савутра ӗҫленӗ, фронт валли ҫӑматӑ йӑваланӑ. Кайран колхозра вӑй хунӑ.
Мария Степанова Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Анаткас ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл малтан совхозра, кайран сӗтел-пукан хапрӑкӗнче тӑрӑшнӑ. Паянхи кун вӑл пӗчченех пурӑнать. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫынннисем ун патне килсех ҫӳреҫҫӗ.
Вӑрмар округӗн арҫыннине йывӑҫ каснӑшӑн суд тӑвӗҫ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче вӑл Тӑвай округӗнчи вӑрманта пулнӑ. Унта 10 юман тата 4 вӗрене каснӑ. Пӗрисем йӗркеллисемех пулнӑ, теприсем - хӑрнисем. Анчах унӑн йывӑҫ касма паракан докумен пулман.
Унтан арҫын йывӑҫсене вакланӑ, пӗр пайне хӑйӗн машинипе тиесе кайнӑ, теприсене кайран килсе килме шутланӑ. Анчах вӑрман инспекторӗсем ӑна тытса чарнӑ.
Арҫын вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака, 67 пин тенке, саплашарнӑ. Ҫапах унӑн судра явап тытма тивӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче паллӑ ӑсчах, филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ Николай Егоров профессор ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа «Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть …» ҫавра сӗтел иртнӗ.
Николай Егоров – тюрколог-лингвист, филологи наукисен докторӗ (1992), профессор, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1999), Турккӑ лингвистика обществин член-корреспонденчӗ, Пӗтӗм тӗнчери тюркологсен ассоциацийӗн президиумӗн пайташӗ.
Вӑл Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчер ялӗнче ҫуралнӑ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи мониторинг кӑтартнӑ тӑрӑх, халӑхран 1 литр сӗте 22,6 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Пӗлтӗр ку вӑхӑтра хак 22,4 тенкӗпе танлашнӑ. Апла сӗт хакӗ 20 пус ӳснӗ.
Пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче Раҫҫейӗпех халӑхран пухакан сӗт хакӗ чакнӑ. Ҫакна санкцисем пулнипе, суту-илӳре сӗт юр-варӗ нумайланнипе, халӑх сӗт-турӑх таврашне сахалрах туянма пуҫланипе сӑлтавланӑ. Кайран вара ҫулла ҫитнӗ - ӗнесем симӗс курӑк ҫине тухса сӗт ытларах антарма тытӑннӑ. Ҫакна пула та хак чакнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри округӗсенче сӗтшӗн ытларах тӳлеҫҫӗ - 1 литршӑн 26 тенкӗ таран. Чи пӗчӗк хаксем - Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар округӗсенче: унта пӗр литр сӗте 19 тенкӗрен пуҫласа 21 тенкӗ таран хакпа туянаҫҫӗ.
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан арҫын патне пӗр уйӑх каялла палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл брокер-мӗн. Хайхискер ӑна укҫине инвестицие хывма сӗннӗ.
Арҫыннӑн укҫи самаях пулнӑ: 2,3 миллион тенкӗ. Вӑл палламан ҫынна ӗненсе малтан 100 пин тенкӗ хывнӑ. Ятарлӑ сарӑмра тупӑшӗ ӳссе пынине сӑнасан арҫын татах укҫа хунӑ. Хальхинче - пӗтӗмпех. Ку та ҫитмен-ха. Вӑл кайса кредитсем илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 6,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Тупӑшне счет ҫинчен илейменнине кура арҫын хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ.
Вӑрмарсем паттӑр ентешне, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Владимир Сергеева асӑнса йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухнӑ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Пати ялӗн маттур ывӑлӗ – йӗлтӗрпе чупассипе Раҫҫей спорт мастерӗ, Паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗ, аслӑ лейтенант.
«Вӑл такӑрлатса ӑсталӑхне туптанӑ йӗлтӗр йӗрне хӗл каҫипех Чупай шкулӗнче вӗренекенсем якатаҫҫӗ.
Пухӑннисем малтанах паттӑр ентешне халалланӑ асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ», – пӗлтернӗ хыпарта.
Старта Вӑрмар округӗнчи йӗлтӗрҫӗсемпе пӗрлех Шупашкар, Канаш хулисенчен, Кӳкеҫ поселокӗнчен, Ҫӗрпӳ, Тӑвай тӑрӑхӗнчен килнӗ спортсменсем те тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, медальсемпе, хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.
Бельгире пурӑнакан чӑваш хӗрӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене халалласа сӑвӑ ҫырнӑ.
Людмила Иванова Вӑрмар районӗнчи Тикаш ялӗнче ҫуралнӑ. Испани каччипе 2002 ҫулта мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ҫемье пӗр вӑхӑт Испанри Мадридра пурӑннӑ, 2013 ҫулта Бельгири Брюссель хулине куҫса кайнӑ.
Ҫамрӑк чухне хореограф пулса ӗҫленӗскер пушӑ вӑхӑтне балета халаллать. «Ку вӑл маншӑн — чун киленӗҫӗ», — тет ентешӗмӗр. 20 ҫӳл ӗнтӗ Людмила туризм сферинче тӑрӑшать.
еще балетом занимаюсь в свободное время, хобби. Я конечно хореографом работала в молодости. 20 лет уже работаю в сфере туризма.
Ентешӗмӗр тӑван тӑрӑхне питӗ юратать. Ҫуралнӑ ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкне вӑл хитре рамка ҫине вырнаҫтарса стена ҫине ҫакса хунӑ. Тӑван тӑрӑхне кашни ҫулах килсе каять.
Ентешӗмӗр тӑван ҫӗршыва та чунтан юратать. Нумаях пулмасть вӑл Украинӑри ятарлӑ ҫар перацине хутшӑнакан салтаксене халалласа сӑвӑ ҫырнӑ.
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ браконьера тытнӑ. Вӗсем пӑшие персе вӗлернӗ. Икӗ арҫыннӑн куншӑн явап тытма тивӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чупай ялӗ ҫывӑхӗнче пӑшал пенӗ сасӑ илтӗннӗ. Кун пирки ҫынсем тивӗҫлӗ органсене шӑнкӑравласа каланӑ. Вырӑна Росгварди тата сунарҫӑсен союзӗн ҫыннисем ҫитнӗ.
Ҫав вырӑнтан инҫех мар йӗрке хуралҫисем машинӑна чарнӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи 27 ҫулти арҫын пулнӑ. Салонра йытӑсем те ларнӑ. Вӑрманта вара персе пӑрахнӑ пӑшие тупнӑ.
Арҫын пӗччен пулман. Тепри камне те тупса палӑртнӑ. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкарти 58-ти арҫын.
Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫулсеренех ӗҫлеҫҫӗ. 2023 ҫулта 7651 гектар лаптӑка пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Ку вӑл планпа пӑхса хӑварнин 76 проценчӗ пулать. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ.
2023 ҫулх кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра усӑ курман ҫӗр 27,8 пин гектар пулнӑ. Планпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк вӗҫлениччен 10 пин гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле.
Ҫак енӗпе Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗсем лайӑх ӗҫленӗ.
Ума лартнӑ тӗллеве Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче пурнӑҫлайман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |